Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 
Хыпарсем: ял пурнӑҫӗ. Атнар

Ял пурнӑҫӗ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялне шыв кӗртме хыснаран 152, 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку цифрӑна патшалӑх закупикисен сайтӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта шыв кӗртме килӗшекен организацие шырать. Уншӑн вырӑнти хыснаран 152,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче палӑртмалла.

Шывпа тивӗҫтерессине икӗ ӑстрӑмпа пурнӑҫламалла: контракта алӑ пуснӑ вӑхӑтранпа 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тата 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Ӗҫе контрактпа палӑртнӑ вӑхӑтран иртерех вӗҫлесен те юрать тесе пӗлтернӗ.

Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Ӑна вуланисенчен хӑшӗсем шыв кӗртме ҫавӑн чухлӗ укҫа тухса кайма пултарнине шанмасӑртарах ҫырнӑ.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем